Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.
Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.
Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннине, инкекре МАЗ водителӗ вилнине, автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса автобуспа ҫапӑннӑ.
Паян ирпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкекре 27 ҫын шар курнӑ. Пӗр ҫын авари пулнӑ вырӑнтах, тепри пульницӑра вилсе кайнӑ. Чӑваш Енри ҫынсенчен халӗ виҫҫӗшӗ Чулхула тӑрӑхӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ — Чӑваш Енри пульницӑсенче.
Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑри тухтӑрсем патне ҫиччӗ пынӑ, вӗсенчен улттӑшӗ халӗ килте сипленет. Улттӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине тата иккӗн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницине пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене тухтӑрсем амбулатори мелӗпе сипленме киле янӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна пынӑ пӗр ҫынна вырттарнӑ, тепри йывӑр аманманнине кура килте сипленет.
Иртнӗ эрнере иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче медицина учрежденийӗсене пӗрлештерес ыйтӑва та тишкернӗ.
Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивессине эпир иртнӗ уйӑхра систернӗччӗ-ха.
Чӑн та, ку сӑмах тӳрре килчӗ: сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, диспансерӑн Шупашкарти пушанакан ҫуртӗнче профиль ача сачӗ уҫма е ватӑсем валли хоспис йӗркелӗҫ.
Улатӑрти, Етӗрнери психиатри пульницисем республикӑн психиатри пульниципе пӗрлешӗҫ. Анчах районсенчи уйрӑмсем малтанхиллех ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Улшӑнӑвӗ, тӗпрен ислен, пульницӑсене ертсе пыракансене ҫеҫ пырса тивмелле-мӗн.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хальхи вӑхӑтра пӗтӗмпе 528,4 пин ҫынна прививка тунине пӗлтернӗ. Грипран асӑрханмалли препаратсем ҫителӗклӗ пулнине асӑннӑ вӑл.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов регионта пурӑнакансенчен 42,8 процентне прививка туни, ун пекки юлашки ҫулсенче пулманнине палӑртнӑ. «Патшалӑх халӑхӑн сывлӑхне упраса хӑварассишӗн чылай пулӑшу уйӑрать. Кӑтарту ырӑ енне улшӑнассине шанатпӑр», — тенӗ вӑл сӑмаха пӗтӗмлетсе.
Предприяти-организацисем хӑйсем патӗнче тӑрӑшакансене грипран прививка тума вакцина сахал мар туяннӑ. Ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыраканнисем ҫаксем: Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «Газпром трансгаз Чулхула», «ЭЛАРА», «ЧЭТА» предприятисем, «Канашский» ӑратлӑ савут.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хулари икӗ сиплев учрежденине пӗр-пӗрин ҫумне пӗрлештерессине пӗлтернӗ. Ача-пӑчан Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ тата 3-мӗш номерлӗ пульницисем пӗрлешӗҫ.
«Реорганизацин тӗп тӗллевӗ – халӑха пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсемпе тивӗҫтересси, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси, ертӳҫӗсен шутне чакарасси. Анчах медиксем епле ӗҫленӗ, малашне те ҫавӑн пекех тӑрӑшӗҫ. Икӗ учрежденин ертӳҫисенчен пӗри ҫеҫ ӳлӗмрен сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗн пуҫлӑхӗ пулма пултарать, тепӗр ертӳҫӗн урӑхларах ӗҫсем пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар, вӗсем мӗнле сипленме ҫӳренӗ, малашне те ҫав учрежденисенех кайӗҫ. Икӗ учреждение пӗрлештерсен ӗҫлекенсен йышӗ 1603 ҫын пулӗ», — тенӗ министр.
Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ.
Пульницӑсене пӗрлештерес ыйтӑва паян Шупашкарта Мускав район администрацийӗнче халӑха пухса сӳтсе явнӑ. Реорганизаци тӗллевне Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫак утӑма медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлас тӗллевпе пуҫарнӑ. Эндокринологи диспансерӗ вырнаҫнӑ ҫуртра тухтӑрсене ӗҫлеме, чирлисене сипленме хӑтлӑ услови ҫук иккен. 2004 ҫулта хута янӑ госпитальте вара кун валли май пур иккен.
Тухтӑрсем вара епле ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех тар тӑкассине шантараҫҫӗ.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнине, вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унчченхи хыпарта автор пӗр ачана ҫеҫ урӑх пульницӑна илсе кайнине хыпарланӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав урӑхларах хыпарланӑ. Инфекци уйрӑмӗнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янӑ, 64 ачана Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш пульницине вырттарнӑ, 18 пӗчӗк пациента Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, 12 ачана — Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑн инфекци уйрӑмне.
Хӑш ача ӑста лекнине пӗлес текенсем валли министерство талӑкӗпех ӗҫлекен хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ – 8 /8352/ 26-15-15.
Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне пациента паян вертолетпа илсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки халиччен Чӑвашра пулман.
Вертолетпа килнӗ ҫын Хусанти клиники пульницинче сипленнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут иртнӗ. Пулӑшу кирлӗ арҫыннӑн ҫурӑм шӑммин мӑй патӗнчи пайӗ аманнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе илсе килнине Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ ырланӑ, хӑш-пӗр сурансене вӑхӑтра пулӑшу кӳни питӗ паха пулнине каланӑ.
Хусанти пациента кӗтсе илме Чӑваш енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Енсем мӗнле калаҫса татӑлнине пӗлместпӗр те, анчах республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Викторов «Русские Вертолетные Системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) компанин пайташӗпе Альберт Галиаскаровпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем «Санитари авиацине атаоантарасси» проекта сӳтсе явнӑ.
Раҫҫейӗн 34 субъектӗнче пурнӑҫа кӗрекен проект ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлавне хальхи вӑхӑтри шая кӑларасса шанаҫҫӗ.
Санитари авиацийӗ хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн 34 регионӗнче, ҫав шутра Инҫет Хӗвелтухӑҫрисенче (Хабаровск тата Камчатка крайӗсенче, Амур тата Магадан облаҫӗсенче, Якут Республикинче, Чукотка автономи округӗнче), пурнӑҫланать.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи кадр ыйтӑвне ҫитес ик-виҫ ҫулта татса пама ӗмӗтленеҫҫӗ.
Отрасльти ӗмӗт-шухӑшпа, малашлӑх плансемпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче Владимир Викторов министр паллаштарнӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ.
Владимир Викторов кадрсен ыйтӑвне ҫитес 2-3 ҫулта татса парасшӑннине каланӑ. Хальлӗхе алла яхӑн ФАПра специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Вӑрнар районӗнче вӑл енчен лару-тӑру уйрӑмах йывӑр. Унта «Мобильлӗ фельдшер» проект ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Вӑл муниципалитетра пуҫламӑш звенори кадр ыйтӑвне татма пулӑшмалла. «Тухтӑрсене турттарма транспорт пур», — тенӗ Владимир Викторов министр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |